Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрарăмсем ялан хастар

Хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем ятарлă уяв программине хутшăннă.Ку мероприятире ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ районти смотр-конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов саламланă. Вăл хĕрарăмсен канашĕсем районăн обществăлла пурнăçĕнче паллă вырăн йышăннине, çемьесен пурнăçне пысăк тÿпе хывнине каланă. Хĕрарăмсен юхăмне активлă хутшăнакансене тав çырăвĕсем, чечексем, парнесем панă.

Тавăт ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен «Искорка» канашне чи лайăххи тесе палăртнă. Унăн председательне Алевтина Алексеевăна I степеньлĕ диплом тата хаклă парне панă. Вутланти «Вучах» (председателĕ Виталина Лаврентьева) тата Ураскилтри (председателĕ Альбина Козлова) хĕрарăмсен канашĕсем иккĕмĕш вырăна пайланă. Питĕшкасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕ (председателĕ Эльвира Макарова) – виççĕмĕшĕ.

Районти тата ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсемпе членĕсем уяв концертне хутшăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 ноября 2013
15:19
Поделиться
;