Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурс – ентеш ячĕпе

Республикăра культурăпа искусство инноваци проекчĕсен конкурсĕ иртнĕ. Унта Элĕкри культурăпа кану центрĕ те хутшăннă, Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

Элĕксем конкурса «Театра парăннă пурнăç» проектпа тухнă. Автор ăна Чăваш музыкăпа драма театрне никĕслекенне, сцена çине чăваш оперине кăлараканне, ăста та пултаруллă режиссера, актера Б.Маркова халалланă. Борис Семенович – пирĕн ентеш, вăл 1924 çулхи мартăн 7-мĕшĕнче Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă.

Мухтавлă ентешĕмĕр ячĕпе иртнĕ районти конкурса 8-11 классенче вĕренекенсем 25 пултарулăх ĕçĕ тăратнă. Электрон меслечĕпе Карачура шкулĕнчи 9 класра вĕренекен Ирина Иванова çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Элĕк шкулĕнчи 11»а» класри Елена Леонтьева тата Мăн Вылă шкулĕнчи 10 класра вĕренекен Инесса Шашкина.

Сочиненисен конкурсĕнче Элĕк шкулĕнчи 11 «б» класри Светлана Путерова пуринчен те малта пулнă. Çак шкулти 10 класри Алексей Соколовпа Йăлкăш шкулĕнчи 8 класри Кристина Трифонова – иккĕмĕшсем, виççĕмĕш вырăнта – Мăн Вылă тата Тавăт шкулĕсенче 10 класра вĕренекен Наталия Ильинапа Ирина Степанова.

Çĕнтерÿçĕсемпе малти вырăнсене йышăннисене дипломсемпе тата укçан премисемпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 декабря 2013
10:20
Поделиться
;