Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Иккĕн пĕрлешнĕ, улттăн уйрăлнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи ноябрь уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ уйăхра 13 пепке çут тĕнчене килнине регистрациленĕ, пĕлтĕрхи ноябрьте ытларах пулнă. Пĕр çемьере йĕкĕреш ачасем çуралнă. Ксения ята ытларах пани палăрать. Камелипе Савелий ятсене хуракансем те пур.

Иртнĕ уйăхра 27 çын пурнăçран уйрăлнă (пĕлтĕр – 22 çын). Вилнисенчен 13-шĕ арçынсем, 14-шĕ – хĕрарăмсем.

Икĕ çĕнĕ çемьене регистрациленĕ, иртнĕ çулхи ноябрьте – 11. Шел пулин те, 6 мăшăр уйрăлнă. Ашшĕ пулнине пĕр арçынна çирĕплетнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 декабря 2013
08:23
Поделиться
;