Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Спортра та маттур

Хĕрлĕ Чутайри «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче ЧР патшалăх влаçĕн тата муниципалитет хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен XII Спартакиадин пĕтĕмлетÿ тапхăрĕ иртнĕ.

Пирĕн район администрацийĕн команди эстафетăра тата дартс вăййинче тупăшнă. Ăмăртусем питĕ çивĕч иртнĕ. Дартс енĕпе элĕксем иккĕмĕш вырăна тухнă.

Кăçалхи Спартакиадăра спортăн 14 тĕсĕ пулнă, пирĕннисем 12 енĕпе ăмăртнă. Çăмăл атлетсен эстафетинче Элĕк райадминистраци команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Шахматла та ăста выляса çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 декабря 2013
08:22
Поделиться
;