Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисен йышĕнче

Çăмăл атлетсен Европăри ассоциацийĕ чÿк уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетсе чи лайăх спортсменсене палăртнă. Вĕсен йышне пирĕн ентеш Альбина Майорова та кĕнĕ.

Элĕк хĕрĕ Йокогамăра (Япони) иртнĕ хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнче марафонĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă. Ку 36-ри спортсменкăн пирвайхи çитĕнĕвĕ мар: 2005 тата 2006 çулсенче Нагано хулинче иртнĕ тĕнче марафонĕсенче çĕнтернĕ. 2012 çулта Нагойăри ăмăртура мала тухса Олимп вăйисене хутшăнмалли ирĕке тивĕçнĕ. Вăрăм дистанци чупма кăмăллакан Альбина Майорова ытти турнирта та пьедестал çине темиçе хут хăпарнă. Вăл – Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика кросĕн çĕнтерÿçи, çĕр-шыв чемпионачĕн кĕмĕл тата бронза призерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2013
16:05
Поделиться
;