Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялти хăтлăх старостăран та килет

Район администрацийĕн актсен залĕнче ял тăрăхĕсенчи ял старостисен слечĕ иртрĕ. Староста кил хуçи евĕрех. Унăн ялти çитменлĕхсене пĕлсе тата курса тăмалла, çынсене обществăлла ĕçсене явăçтармалла. Çакăн çинчен тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕллевĕсем пирки Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлешÿсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев каласа пачĕ. Ял старостин тивĕçĕ: территорие тирпейпе илем, хăтлăх кĕртесси, налук пуçтарнă вăхăтра активлă ĕçлесси тата ытти те.Район прокурорĕн çумĕ Фаина Лазарева ял тăрăхĕсенче хăтлăх кĕртесси пирки калаçрĕ. Унта пурăнакансем вырăнти тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплине палăртрĕ. Çак йĕркесене пăхăнса пурăнмасан административлă майпа явап тыттарнине пĕлтерчĕ: асăрхаттару е штраф пулма пултарать. Кунта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата старостăсен тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăнпа та кирек епле лару-тăрура та вĕсен сыхă пулмалла, экологи тĕлĕшĕпе те кирлĕ ĕçсем пурнăçламалла.

Районти полици уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Наталья Петрова кăçалхи вун пĕр уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Çак тапхăрта пурĕ 117 преступлени шута илнĕ (пĕлтĕр – 149). Преступленисене тупса палăртасси 96,8 процентпа танлашать. Районта пурĕ 12 ял тăрăхĕ шутланать. Пуринче те профилактика канашĕ ятарлă йышăнупа тата планпа ĕçлет. Профилактика канашне учетра тăракан çынсене чĕнсе илсе калаçу ирттереççĕ.

Вырăнти лару-тăрупа Ехремкасси ял тăрăхне кĕрекен Пĕчĕк Кăканар ялĕн старости Александр Корнилов паллаштарчĕ. «Пирĕн ĕç вырăнти йĕркелĕхе тытса пырассипе çыхăннă. Ялти хăтлăх кашни çынтан килет», – терĕ вăл.

Ялсенчи чи активлă старостăсене район администрацийĕ Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2013
15:41
Поделиться
;