Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерсене - пулăшу

Ялсене çĕнетме, хуçалăхсене аталантарма профессионалсем кирлĕ. Шăпах хăйсен ĕçне лайăх пĕлекенсем, вăй-халпа пултарулăха шанакансем пуçăнаççĕ те ĕнтĕ фермер ĕçне. Чăваш Енре 2012 çултанпа фермер ĕçне йĕркелекенсене пулăшассипе хатĕрленĕ федерацин çĕнĕ программине пурнăçлассипе ĕçлеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн, республикăра çĕнтернĕ фермерсене хуçалăха аталантарма грантсем тата пĕр вăхăтлăх пулăшу параççĕ.

Ку таранччен асăннă грантсене Тени ял тăрăхĕнчи мăйракаллă шултра выльăхсене ĕрчетекен Александр Петровпа Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çак ĕçпех тимлекен Олег Михайлов тивĕçнĕ. Грант укçипе вĕсем тракторсем, пресс-подборщиксем, ротор косилкисем, ворошилкăсем туяннă. Ку фермерсем хальхи вăхăтра 48 ĕне выльăх тытаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 декабря 2013
08:43
Поделиться
;