Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерсем канашланă

Район администрацийĕн актсен залĕнче хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисен семинарĕ итрĕ. Унта «ведомствăсен тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» ыйтăва сÿтсе явнă.Семинара пухăннисене райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина саламланă. Вăл çакна палăртнă: патшалăх хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталанма лайăх майсем туса парать, тĕрлĕ енлĕ ĕçсем вăй илсе пыраççĕ, бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ ÿсет. Вĕсемпе вăхăтра та туллин усă курма тăрăшмалла. Патшалăх пулăшакан мерăсем шутĕнче – анчах йĕркеленнĕ фермерсене аталанма грантсемпе тивĕçтерни. Районта пурăнакансен хăйсен хуçалăхĕсене çирĕплетме çак программăсемпе çине тăрсах ĕçлемелле, ял хуçалăхĕнче шанчăклă вăй хурса çемье бюджетне пысăклатма тăрăшмалла.

«Агро-Инноваци» организацин информаципе аналитика пайĕн ертÿçи Александр Углев «Ведомствăсен тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕ памалли мерăсем çинчен» ыйтупа сăмах каланă. Пухăннисене вăл пĕчĕк предпринимательствăна пулăшмалли мерăсемпе паллаштарнă, конкурс комиссине заявкăсем памалли йĕркесене ăнлантарса панă. Конкурса хутшăнма мĕнлерех документсем кирлине асăннă. «Фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшасси» программăна кĕме кăмăл тăвакансене хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелеме харпăр бизнес-план, муниципалитет органĕнчен çыру-сĕнÿ, грантăн 10 процентĕнчен кая мар укçа-тенкĕ пулмалла. Заявкăсене республикăри ятарлă комисси пăхса тухать, программăна хутшăнакансене суйласа илет. Комисси грант суммине палăртать, унăн чи пысăк виçи 1 миллион та 100 пин тенкĕрен иртмелле мар.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Светлана Ильина ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене предпринимательсене хăйсен харпăрлăхне куçарнă чухне субсиди илмелли йĕркесем çинчен каласа панă.

РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн специалисчĕ 2014 çулта пенси саккунĕсенчи улшăнусемпе паллаштарнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 января 2014
09:31
Поделиться
;