Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ватăсене - социаллă пулăшу

«Вăрçă çулĕсенчи ĕç çыннисене, ĕç ветеранĕсемпе Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу кÿресси» Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн вăрçă çулĕсенчи ĕç çыннисемпе ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу парассипе мерăсем йышăннă. Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайĕнче учетра 2547 çын тăрать, вĕсенчен 168-шĕ – ĕç çыннисем, 2354-шĕ – ĕç ветеранĕсем, 25-шĕ – реабилитаци витĕр тухнисем.

2013 çулта социаллă хÿтлĕх пайĕ ĕç ветеранĕсене 30167,8 пин тенкĕ, вăрçă çулĕсенчи ĕç çыннисене 2256,4 пин тенкĕ укçа уйăрса панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 января 2014
15:53
Поделиться
;