Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкар хулинче «Элĕк ачи» ентĕшлĕх черетлĕ пуху иртерчĕ

Январĕн 21-мĕшĕнче «Элĕк ачи» ентĕшлĕх пĕрлешĕвĕн пĕчĕк канашĕ (президиумĕ) хăйсен черетлĕ ларăвне пухăнчĕç.

Тĕп ыйтусенчен пĕри :

2013 çулта туса ирттернĕ ĕçсене хак парасси тата 2014 çул вали ĕç йĕркине пăхса тухасси;

Элĕк ентешлĕх уявне ирттерме хатĕрленес тата унăн пĕлтерĕш шайне çÿллĕрех шая çĕклес енĕпе палăртнă ĕç йеркисене пăхса тухасси.

Ентешлĕх ларăвĕ Чăваш республикинчи пушара хирĕç пропагандăлакан тата обществăпа çыхăну тытакан центрĕнче пулса иртрĕ. Унан ертÿçи – Элĕк ен ачи, Салтыков Сергей Яковлевич пуçтарăннă ентĕшсене малтанах пушар хуралĕн музейĕпе паллаштарчĕ. Элĕк салинче август уйăхĕнче пулса иртнĕ республикăри пушар хуралĕн районти ертÿçисен канашĕнче сÿтсе явнă ыйтусен ĕçĕ – халĕ çинчен каласа пачĕ.Канашлу çÿллĕ шайра иртнишĕн, унта республикăри тата пĕтĕм районсенчи хăрушлăх                                                                                                                                                          пухăннине ырларĕç, район пурнăçĕ кунсерен аталанса пынине палăртнă çĕрте хамăр ентеш Салтыков С.Я. активлăн хутшăннишĕн тав турĕç.

Ĕçлĕ ларăва ентешлĕх ертÿçи университет профессоре, Элĕк районĕн хисеплĕ çынни Иванов В. А. уçрĕ, ăна ертсе пычĕ.

2013 çулта туса ирттернĕ ĕçсем пирки пĕлтернĕ ертÿçĕн хуравĕ çумне хушса ертÿçĕн çумне Капитанов Н. Г., культурăпа архив пай пуçлăхĕ Михайлов Г.М. тата Семёнов Ю.И., Капитонов В.Н. тата ыттисем хушса каларĕç.

Туса ирттернĕ ĕçсене пурте район тивлешнĕ, Элĕк халах ятне çĕклес тĕллевре паллă йĕр хăварать. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Çавăнпа та пĕтĕм ĕçсен хакне ентешсем те хутшăнма пултарччĕр тесе çак электронлă интернет хуравĕ çумне уйрăм йĕркепе мĕн тунă ĕçсем пирки çырса пĕлтерес.

Ку ĕçсене тума Михайлов Г. М. Золотов В. Т. хушас.

Иккĕмĕш ыйтупа çĕнĕ çулти ĕç йĕркине тата Элĕк ентешлĕх уявне ирттерес енĕпе туса ирттерме ентешлĕх пĕрлешĕвĕн ĕç тăвакан пайне туса хурассине пăхса тухрĕç.

Кунта çак ентешсене кĕртрĕç :

  1. Иванов В. А. ентĕшлĕх ертÿçи;
  2. Капитонов Н. Г. ертÿçĕн çумĕ;
  3. Иванов Н. Г.президиум членĕ;
  4. Золотов В. Т. президиум членĕ
  5. Михайлов Т. М. президиум членĕ
  6. Салтыков С. Я. ентĕшлĕх членĕ
  7. Емельянов В. М. президиум членĕ
  8. Лукьянова А. Х. пичет пай çыравçи
  9. Фёдорова А. Н. ентĕш членĕ, чăваш эстрада юрăçĕсен союзĕн ертÿçи

Юлашкинчен иртнĕ çулта активлă хутшăнса ĕçленĕ ентешсене хисеп хучĕсем , тав çырăвĕсем парса чыс турĕç, асанмалах сăн ÿкерчĕк турĕç.



29 января 2014
13:15
Поделиться
;