Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотека тĕрлĕ пулăшу парать

Районта пурĕ çирĕм библиотека шутланать: 1 тĕп, 1 ача-пăча, 18 ялти вулавăш. Библиотекăсене пурне те модернизациленĕ. Вĕсенче компьютер, сканерпа принтер пур. Унсăр пуçне Интернет тата телефон çыхăнăвĕсемпе те усă кураççĕ.

Муниципаллă библиотекăсем район çыннисене информаципе культура енчен çителĕклĕ пулăшу параççĕ. Çынсем вулавăшсен инноваципе ĕç-хĕл аталанăвне пĕлме те, тасатнă ресурссем патне ирĕккĕн кĕме те пултараççĕ.

Районти библиотекăсем республикăри смотр-конкурса активлă хутшăнчĕç. «21 ĕмĕрти библиотека» конкурсра Ураскилтри вулавăш «Ял библиотеки» номинацире пĕрремĕш степеньлĕ диплом тата планшет çĕнсе илчĕ. Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп тата Мăн Вылăри вулавăшсем парнесене тата дипломсене тивĕçрĕç.

Элĕкри тĕп библиотека 2004 çултанпа электронлă каталогсем хатĕрлессипе ĕçлет. Паянхи куна унта пурĕ 11500 ытла каталог хатĕрленĕ. Çулталăкра библиотекăра 2552 тĕрлĕ справка çыраççĕ.

Районти библиотекăсенче on-line йĕркепе электронлă каталогсене кĕме Раççей тата ют халăхсен библиотекисемпе паллашма май пур. Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека 2013 çулта 4916 вулакана йышăннă, вĕсене 116584 экземплярпа тивĕçтернĕ. Пурĕ 58219 çын килнĕ, массăллă мероприятисенче 10340 çын пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 февраля 2014
01:40
Поделиться
;