Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура вучахĕ хĕмлентĕр

Культура çулталăкне халалласа Элĕкри тĕп библиотекăра «Культура вучахĕ хĕмлентĕр ялан» кĕнеке куравĕ уçăлнă.

Раççей культури тĕрлĕ енлĕ те пуян. Акă И.Кондаковăн, Д.Лихачевăн, Ю.Лотманăн тата ытти паллă ăсчахсен ĕçĕсем вырăс культурин кун-çулĕпе туллин паллаштараççĕ. Уйрăмах Ю.Рябцевăн пирĕн çĕр-шыв культурин пин çул каяллахи аталанăвĕ сăнлакан кĕнеке вулакансемшĕн кăсăклă.

В.Сбоев, А.Ефимов, Н.Муратов, Д.Мадуров кĕнекисенче чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, уявĕсемпе, ал ăсталăхĕпе, ÿнерĕпе паллашма май пур. «Чăваш Республикин Президенчĕн библиотеки» ярăмпа кун çути курнă кăларăмсем те пурин кăмăлне тивĕçтерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 февраля 2014
18:27
Поделиться
;