Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялан шыравра

Элĕкри вăтам шкулта тулли кăмăлпа, тăрăшса вĕренекенсем сахал мар. Вуннăмĕш класра пĕлÿ илекен Анастасия Романова та вĕсен йышĕнчех. Хĕр вĕренÿре те лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Унсăр пуçне çулсеренех хăйĕн ăс-хакăлне тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче тĕрĕслет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те пултаруллă хĕр олимпиадăсенче темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ.

Кăçалхи январĕн çирĕм çиччĕмĕшĕнче Шупашкарта районсенчен чи маттуррисем пуçтарăннă. Элĕк шкулĕн чысне Настя хÿтĕленĕ. Анлă тавракурăмлă хĕр обществознани предмечĕпе призерсен йышне лексе икĕ хутчен çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Кунпа çеç лăпланса ларасшăн мар-ха А.Романова пĕлĕвне ÿстерсе, ăс-хакăлне пуянлатса малалла талпăнасшăн. Мал ĕмĕтлĕ вуннăмĕш класс хĕрĕ кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
05 февраля 2014
18:28
Поделиться
;