Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хими предметне «парăнтарнă»

Ку вĕренÿ çулĕнче Пĕтĕм Раççейĕпех шкул ачисен олимпиади пырать. Регионсенчи графикпа килĕшÿллĕн Чăваш патшалăх университетĕнче хими предмечĕпе олимпиада иртнĕ. Пирĕн районтан çак тупăшăва Элĕк шкулĕнчи Надежда Антоновăпа Наталия Березова хутшăннă. Вĕсене иккĕшне те А.Иванова вĕрентет.

Икĕ кун хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартнă олимпиадăна хутшăнакансем. Элĕк шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Надежда Антонова пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ, иккĕмĕш турта та пурне те парăнтарса сăнав (эксперимент) турне тухнă. Кунта та лайăх кăтарту – призлă вырăна тивĕçет Надежда.

Сăмах май, олимпиадăра Наталия Березова та ăнăçлă тупăшнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 февраля 2014
16:44
Поделиться
;