Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрле удостоверени пулмалла

Район территорийĕнче кăçал февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен «Снегоход» операци иртет. Ăна регистрацилемен çил çунасене тупса палăртас, çул çинчи хăрушлăхран асăрханас тĕллевпе йĕркелеççĕ. Сăмах май, çавăн пек транспортпа çÿрекенĕн «А-1» категориллĕ тракторист-машинист удостоверенийĕ пулмалла. Техника тĕрĕслевĕн требованийĕсемпе килĕшÿллĕн çил çунатсем çинче огнетушитель, медицина аптечки тытмалла, водителĕн вара мотошлем тăхăнмалла.

Операци вăхăтĕнче айăплисене Раççей Федерацийĕн Административлă кодексĕн 19.22 тата 9.3 статйисемпе явап тыттаратпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 февраля 2014
16:44
Поделиться
;