Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимпиада иртнĕ

Акă анчахрах Чăваш педагогика университетĕнче технологи предмечĕпе регионти олимпиада пуçланнă. Шкул ачисем кунта теори пĕлĕвĕсене те, практика хăнăхăвĕсене те кăтартнă.

Пирĕн район чысне олимпиадăра Элĕк шкулĕнчи 10 «в» класра вĕренекен Кристина Иванова хÿтĕленĕ. Унта вăл «Ачалăх ырлăхĕшĕн тăрăшар» социаллă проектпа хутшăннă. Çамрăк автор проектпа тăватă уйăх çине тăрса ĕçленĕ: ку чухнехи çи-пуçпа тум-тир моделĕсене ăсталанă, çĕвĕ вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ.

Тăрăшни сая кайман: Кристина олимпиадăн пур турĕсене те тенĕ пекех парăнтарнă, 125 баллран 108 балл пухса иккĕмĕш вырăна тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 февраля 2014
16:01
Поделиться
;