Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Аталанмалли майсем пур

Иртнĕ çул районти ял хуçалăх отраслĕнче пĕтĕмĕшле продукци туса илесси 101,3 процентпа танлашнă (ку вăл – индекспа шутласан). 2013 çулта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 6996 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, кашни гектартан – 17 центнер тухăç. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 10498 мăйракаллă шултра выльăх шутланать, вĕсенчен 5270-шĕ – ĕнесем. Шута илнĕ тăрăх, сыснасем – 1613, сурăхсемпе качакасем – 10450.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче шултра выльăхсем – 2065 пуç, сăвакан 682 ĕне, 411 сысна, 674 сурăх. 2013 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенче 26,1 тонна сĕт суса илнĕ (2012 çулхипе танлаштарсан 98,5 процент). Ял хуçалăх предприятийĕсенчи пĕтĕмĕшле сăвăм – 3688 тонна (98,5 процент).

Пĕлтĕр районĕпе чĕрĕ виçепе шутласан 2,6 тонна кайăк-кĕшĕк ашĕ туса илнĕ (2012 çулхинчен 100,6 процент), ял хуçалăх предприятийĕсенче – 391,8 тонна.

«АПК аталанăвĕ» проектпа килĕшÿллĕн 2006 çултан тытăнса 3954 çемье (районти мĕн пур хушма хуçалăхсен 44,3 проценчĕ) 585 миллион та 629 пин тенкĕлĕх кредит укçипе усă курнă. Иртнĕ çул 606 хушма хуçалăх 112 миллион та 4 пин тенкĕ чухлĕ кредит илнĕ. Хуçалăхсем пурĕ 68 тонна элита вăрлăхĕ туяннă.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, пирĕн район – ял хуçалăх районĕ. Ку отрасль социаллă пурнăçшăн чи пĕлтерĕшли шутланать. Шел пулин те, хальлĕхе ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тупăшĕ пысăках мар-ха. 2013 çулта вăтам шалу 9660 тенкĕпе танлашнă. Чи пĕчĕк виçе – Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн, чи пысăкки – «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 февраля 2014
16:17
Поделиться
;