Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нотариусран - парне

Пĕчĕккисене аталанма, пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем кирлĕ. Ăс-хакăла çивĕчлетекен, шухăшлава ÿстерекен, пултарулăха туптакан кĕнекесемпе теттесене ача садĕнче çĕнетсех тăма тивет. Вĕсем ятарлă вĕренÿ стандартне пăхăнса тăмалла. Анчах та чылай чухне «Çăлкуç» ача сачĕн çак ĕçе хăйĕн вăйĕпе çеç пурнăçлама укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Ку чухне шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсем пысăк пулăшу кÿнине пытармалла мар. Çавăн пекех спонсорсем те пирĕншĕн пысăк тĕрев. Нумаях пулмасть «Çăлкуç» ача сачĕн ушкăнĕсем çĕнĕ теттесемпе, вĕсене куллен атланма кирлĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç. Шăпăрлансене вĕсене Элĕк районĕн нотариусĕ Зоя Сергеевна Ершова парнелерĕ. Кашни теттене, вĕренÿ пособине тытса хак пама ĕлкĕрчĕç пĕчĕкскерсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 февраля 2014
16:30
Поделиться
;