Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем фестивальте палăрнă

Районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем иккĕмĕш çул республикăра иртекен методика фестивалĕсене хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр кунашкал фестивальте Элĕк шкулĕнчи М.Леонтьевăпа Чăваш сурăм шкулĕнчи А.Петрова çĕнтернĕччĕ. Кăçал çак предмета вĕрентекенсем методика ăсталăхне тăрăшса алла илнине кăтартса панă, фестивале питех те пуян, содержанипе шутсăр кăсăклă материалсем тăратнă. Хальхинче М.Леонтьевăпа А.Петрова иккĕмĕш вырăн йышăннă, Юнтапа шкулĕнчи В.Нестерова – виççĕмĕш вырăнта. Виççĕшĕ те вĕсем чи пысăк квалификациллĕ вĕрентекенсем, фестивалĕн районти тапхăрĕн çĕнтерÿçисем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 февраля 2014
11:48
Поделиться
;