Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ташă ушкăнĕн пултарулăхĕ пысăк

Иртнĕ кунсенче Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн «Каблучок» ташă ушкăнĕ «Хăвна кăтарт» республикăри конкурс-фестивале хутшăнчĕ. Элĕк районĕнчи ташăçсем жюри умне «Яра пар» чăваш ташшипе тухрĕç. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, «Каблучок» ташă ушкăнĕ «Халăх ташши» номинацире виççĕмĕш степеньлĕ лауреат ятне тивĕçрĕ. Çавăн пекех Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче вĕреннĕ Мария Ефимовăпа шоу-балет та пĕрремĕш степĕнлĕ лауреат пулса тăчĕç.

Тенири тулли мар вăтам шкул çумĕнчи «Шаг вперед» ташă ушкăнĕ те конкурсра палăрчĕ (виççĕмĕш степĕнлĕ лауреат пулса тăчĕ). Сăмах май каласан, ертÿçи Светлана Егорова та ташă вăрттăнлăхĕсене Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕнче илнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2014
11:51
Поделиться
;