Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Бюст - актер ячĕпе

Чăваш АССР тата РСФСР халăх артисчĕ, Чăвашсен музыкăпа драма театрне 1959-мĕш çулта пуçарса яраканĕ тата сцена çинче 50-а яхăн рольте вылянă актер, режиссер, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ Борис Семенович Марков (1924-1977) çуралнăранпа çак уйăх пуçламăшĕнче 90 çул çитрĕ.

Культурăпа искусство çыннисем çеç мар, музыкăпа театра юратакансем те, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри ялсенче пурăнакансем те мухтавлă ентеше асрах тытаççĕ: ун ячĕпе викторинăсемпе стендсем йĕркелеççĕ, çамрăксене кирлĕ воспитани пама тăрăшаççĕ. Сăмах май, вăл Элĕк районĕнчи (унччен Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕ) Хитекушкăньре кун çути курнă, юнашарти Тавăт шкулĕнче çичĕ класс пĕтернĕ. Нумаях пулмасть çак шкула Б.С.Марков ятне пама йышăннă. Çак кунсенче вара ентешсем Борис Марков бюстне шкулăн пĕр пÿлĕмне вырнаçтарчĕç. Савăнăçлă лару-тăрура актерăн шăллĕ Анатолий Марковпа Владимир Иванов профессорсем, Сергей Петухов шкул директорĕпе Тавăт ял тăрăх администраци пуçлăхĕ Анатолий Васильев тата ыттисем сăмах тухса каларĕç, аслă та ăслă çынсенчен ырă тĕслĕх илмеллине палăртрĕç.

Юлашкинчен вăтам шкулти пултарулăх коллективĕ пухăннисене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2014
14:40
Поделиться
;