Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисеплĕ ветеран патĕнче пулнă

Иртнĕ кунсенче Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов тата «Правда» уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ В.Уфуков Сергей Шлябин патĕнче пулнă. Вĕсем тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранне, «Правда» хуçалăхăн унчченхи ертÿçине çуралнă кунпа саламланă. Хисеплĕ ватă паянхи куна Шупашкар хулинче хĕрĕ патĕнче пурăнать. 92 çулхи Сергей Александрович хăйне лайăх туять, çирĕп. Ял пурнăçĕпе, тăван хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăрать. С.А.Шлябин 1922 çулхи пуш уйăхĕн çирĕм çиччĕмĕшĕнче Куракăш ялĕнче çуралнă. 1978-1982 çулсенче вăл Ехремкасси ял совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Сергей Александрович Шлябин ертсе пынипе «Правда» хуçалăх Чăваш Республикинче малтисен ретне тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 апреля 2014
09:08
Поделиться
;