Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрĕ тĕнчи асамлă

«Асамлă тĕрĕ тĕнчи - 2014» конкурсăн район шайĕнчи тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.

Элĕк районĕнчи ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрне 50 ытла ĕç килнĕ. «Ал ĕç пултарулăхĕ» (тĕрĕ, йывăç çинче ÿкересси) номинацире Мăн Ямаш шкулĕнчи Диана Андреева 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Карачура шкулĕнчи Дмитрий Титовпа Александр Филиппов 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăннă. «Живопиç» номинацире Тени шкулĕнче вĕренекен Юлия Капитонова 1-мĕш пулнă. Çак шкулти Анастасия Васильева 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ураскилт шкулĕнчи Александр Калмыков 2-мĕшне тухнă. «Сăвăсем» номинацире Чăваш Сурăм шкулĕнчи Ольга Егорова çĕнтернĕ. Юнтапа шкулĕнче вĕренекен Аделина Степанова 2-мĕш, Тени шкулĕнчи Ольга Жесткова 3-мĕш вырăна тивĕçнĕ.

«Сочинени» номинацире Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулти Эльвира Путерова палăрнă. Çак шкултах ăс пухакан Анастасия Романова 2-мĕш вырăна тухнă. Тени шкулĕнчи Елена Герасимова вара виççĕмĕш.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 апреля 2014
09:08
Поделиться
;