Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту хускатнă

Элĕк районĕнче администраци кунĕсем иртесси йăлана кĕчĕ. Çак кунсенче ĕçлĕ ушкăнсем Ехремкасси, Тени тата Юнтапа ял тăрăхĕсенче пулнă.

Район администрацийĕн экономика, çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçин çумĕ И.Ефимов, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева Ехремкасси ял тăрăхне çитсе курнă, «Правда» хуçалăхăн механизаторĕсемпе тата выльăх пăхакансемпе калаçнă.

И.Ефимов çĕр ыйтăвĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Г.Григорьева халăха социаллă хÿтлĕхпе пулăшу парассин тĕп енĕсене палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 апреля 2014
09:08
Поделиться
;