Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Чĕлхем, тăван чĕлхем»

Элĕкри тĕп библиотекăра «Чĕлхем, тăван чĕлхем» курав уçăлнă. Ăна чăваш чĕлхин кунне халалланă. Экспозицире - И.Я.Яковлевăн, Н.А.Андреевăн (Урхин), В.К.Магницкин, Н.И.Ашмаринăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, çавăн пекех чăваш историне, культурине, йăли-йĕркине çутатакан кĕнекесем.

Асăннă куравăн тĕп тĕллевĕ - чăваш чĕлхине аталантарасси, наци культурине, йăли-йĕркине упрасси.

Кунтах Иван Яковлевăн «Халалĕпе» паллашма пулать. Куравра чăваш музыка культурин ылтăн фондне кĕнĕ чăваш халăх юррисен пуххисем те вырăн тупнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 апреля 2014
18:04
Поделиться
;