Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Стартра - хăвăрт утакансем

РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Василий Семенов ячĕпе Элĕк салинче хăвăрт утакансен республикăри ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Элĕк, Вăрнар, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи, Шупашкар хулинчи тата Мордва Республикинчи 100 ытла хăвăрт утакан хутшăннă. Тупăшу 6 ÿсĕмри ушкăнпа иртнĕ.

Пирĕн районтан хăвăрт утассипе çаксем çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă тата малти вырăнсене йышăннă. 2003 çулта çуралнисем тата вĕсенчен çамрăкраххисем хушшинче Александра Александрова (2-мĕш вырăн), 2001-2002 çулсенче çуралнисенчен - Евгений Федоровпа Денис Иванов тата Анастасия Дубининăпа Анна Степанова, 1999-2000 çулсенчисем хушшинче Федор Никитин малти вырăнсене йышăннă. Чи аслисенчен спорт ветеранĕ Никита Ларионов пуринчен мала тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 мая 2014
16:18
Поделиться
;