Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кĕнекепе туслă

Чăваш Сурăмĕнчи тĕслĕхлĕ библиотекăран кун-каçа çын татăлмасть. Кĕнекепе туслисен шучĕ тăватă теçеткерен те иртет. Чи нумай кĕнеке вулаканни вара Чăваш Сурăм салинче пурăнакан Вячеслав Димитриевич Михайлов. Вăл библиотекăна килнĕ çĕнĕ кĕнекесене вуланипе кăна çырлахмасть, вĕсене тишкерес ĕçе те активлă хутшăнать. Мероприятисенче ăс-хакăл енĕпе палăрать. Кăçал акă «Чи нумай вуланă кĕнеке-2012» республика конкурсне хутшăнчĕ. Унта валли кĕнекесен пĕлтерĕшĕ, библиотекăра туса ирттернĕ ĕçсем çинчен анлă презентаци хатĕрлерĕмĕр. Республика конкурсĕнче Вячеслав Михайлов 22 çултан аслă вулакансен йышĕнче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Вячеслав Димитриевич ытти вулакансене тивĕçлĕ кĕнеке тупса пама пулăшса сĕнÿ-канаш парать, библиотекăна явăçтарать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2014
14:42
Поделиться
;