Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăйă картинче

Кивкас Юнтапари тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем - вĕтĕр-шакăр та, çитĕнсе пыраканнисем те вăйă картине тухрĕç. Вĕсемпе пĕрле ял концертне çитĕннисем те хутшăнчĕç. Уявра юптарусемпе тупмалли юмахсем пулчĕç, сăвăсемпе юрăсен конкурсĕ иртрĕ.

Пухăннисем нумай ачаллă амăшне Д.Ивановăна саламларĕç. Вăл Юнтапари информаципе культура центрĕ тата хĕрарăмсен канашĕ йĕркелекен пĕр мероприятирен те  юлмасть. Вăйă картине йĕркелекенĕсем Юнтапари информаципе культура центрĕн ертÿçи Л.Иванова тата вырăнти депутат Н.Андреева пулчĕç.

Арçынсем вара пĕве хĕрринче пуллине вăлта ярса улталассипе тупăшрĕç. Кунта Ивановсен çемье пуçĕ Вениамин Алексеевич çĕнтерчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 мая 2014
17:35
Поделиться
;