Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван кĕтес илемĕшĕн кар тăрса

Çуркунне çитсен тавралăха тирпейлесси ялта та, хулара та йăлана кĕнĕ. Элĕк районĕнчи Тури Татмăшра та шыв-шур типсен ял çынни кил-хуçалăх умĕнчи лаптăка хăтлăх кĕртет. Ун хыççăн ушкăнăн-ушкăнăн ялти пĕвесене юсатпăр, çырма çатрари çÿп-çапа пуçтаратпăр.

Иртнĕ кунсенче Тури Татмăшра пурăнакан Альбина Ильина, Иван Титов, Евгений Федоров, Иван Владимиров, Сергей Захаров «Чĕкеç» ятлă пĕве пуçне юсаса çирĕплетрĕç. Темĕн çÿллĕш ÿссе кайнă вăйлă çилпе хуçăлса ÿкнĕ йăмрасене касса тирпейлерĕç. Кун йышши субботниксене çу кунĕсенче те ирттерме палăртнă. Тăван тавралăх илемĕшĕн хамăр яваплине ял çыннисем ăнланаççĕ. Вăл таса пулни хамăра лайăх туйма май парать.



"Хыпар"
23 мая 2014
17:09
Поделиться
;