Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту хускатнă

Информаци кунĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ - шалти политика Управленийĕн начальникĕ Ю.Васильев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пулчĕç.

Вĕсем чи малтанах «Новый путь» хуçалăхăн Мăн Шĕвĕшри фермăна çитсе курчĕç. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацийĕнче информаци кунĕн ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç. Юрий Васильев Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Элĕк районĕнчи ачасен çуллахи канăвне мĕнле йĕркелеме палăртнине каларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2014
13:43
Поделиться
;