Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чунĕпе ватăлмасть

90 çулхи юбилейне паллă турĕ Анатри Юлăш ялĕнче пурăнакан Федора Давыдовна Давыдова. Çак ятпа хисеплĕ ватăна район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев ăшшăн саламларĕ, Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне пачĕ.

Тăхăр теçетке тултарнă Федора Давыдовна Анатри Юлăшра çуралнă, кунтах ÿссе çитĕннĕ. Мĕн ачаранах тăван колхозра тăрăшнă. Вун çичĕ çула çитсен вăрçă хĕн-хурне тÿсет. Çамрăк хĕрсемпе хĕрарăмсене окопсем чавма илсе каяççĕ, арçынсемпе танах вăрман касаççĕ.

Аслă вăрçă хыççăн Федора хăйсен ялĕнчи каччăпа Варсонофий Трофимовпа пĕрлешет. Арăмĕпе упăшки тăван колхозра вăй хураççĕ. Пĕрле вĕсем çичĕ ача пăхса ÿстереççĕ. Паянхи кун кинемей 12 мăнукпа тата вĕсен 10 ачипе савăнса пурăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 мая 2014
14:46
Поделиться
;