Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Фермерсене - пулăшу

Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви фермер ĕçне пуçăнакансене патшалăхран пулăшу парассипе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ку пулăшу вăл - хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе аталантарма грант тата кил-хуçалăха йĕркелеме майсем туса пани.

Конкурса пирĕн районти 5 хресчен (фермре) хуçалăхĕ хутшăннă. Ку ĕçе пуçăнакансемпе тĕл пулса калаçнă чухне экспертсем конкурс ĕçĕсене тĕплĕн тишкерсе тулли хак панă. Конкурс комиссийĕн пĕтĕмлетĕвĕ: чи нумай балл пухаканнисем Александр Михайлов (вăл пахча-çимĕç çитĕнтерессипе ĕçлет) тата сурăхсем ĕрчетессипе тăрăшакан Сергей Романов.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 мая 2014
09:50
Поделиться
;