Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Виръял шевлисем» черетлĕ фестиваль-конкурс иртрĕ

Элĕкре «Вирьял шевлисем» фестиваль-конкурсăн черетлĕ çĕнтерỹçисене палăртрĕç

Район шайĕнче пуçланса кайнă фестивале халĕ хамăр республикăра анчах мар, ытти регионсенче те пĕлеççĕ. Элĕксемшĕн вара вăл тахçанах çурхи чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри пулса тăчĕ. Кунта «Виръял шевлисем» черетлĕ фестиваль-конкурс иртрĕ. Уçă пĕлĕт айĕнче çамрăксем мĕнле юрланине пирĕн корреспондент та хаклама пултарчĕ. Фестивале уçиччен ăна йĕркелекенсем конкурсантсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртура кăна чăн-чăн юрăçа, артиста палăртма пулать, терĕç вĕсем. Иртнĕ çул юрăçсем нумайрах пулнă пулин те, фестивалĕн пĕрре такăрлатнă сукмакĕ анлăлансах пырать. Республикăри районсенчен, Чĕмпĕр, Саратов облаçĕсенчен, Красноярск тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене культура керменĕ умĕнче пухăннă халăх хапăл туса йышăнчĕ. Культура министерстви, культура тата халăх пултарулăх керменĕ, çавăн пекех район ĕçченĕсем йĕркеленĕ юрă уявне уçма Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ София Афанасьевăпа Вячеслав Конюхова тỹр килчĕ. Вĕсем Иван Христофоров репертуарĕнчи «Шăппăн кăна» илемлĕ юрра шăрантарчĕç. Сăмах май, «Чи лайăх дуэт» номинацире çĕнтерчĕç. Юрăçсем чылай региона тухса çỹреççĕ. «Вирьял шевлисем» фестивальте вара 2-мĕш хут. Конкурса хутшăнакансен репертуарĕ пуян пулчĕ. Пĕрисем шăранса тухакан юрра тăван ене, ашшĕ-амăшне халалларĕç, теприсене лирикăллă хайлавсем çывăхрах пулчĕç. Нумаях пулмасть иртнĕ «Кĕмĕл сасă» гран-прине çĕнсе илнĕ Сергей Лекарев ку конкурсра та «Тăван ял» юрăпа халăха тыткăнларĕ. Жюри членĕсене фестиваль пĕлтерĕшĕ чакманни хавхалантарать. Ăста юрлакан çамрăксем кашни çулах тупăнса пыраççĕ. Сцена çине тухмалли çи-пуç лайăхланса пыни, артистсем хăйсене тытма вĕренни те çакăн пек конкурс кирлине çирĕплетет. Çĕнтерỹçĕсене тĕрлĕ номинацире хакларĕç. Малти вырăнсене Чĕмпĕр пики София Афанасьева, Етĕрне районĕнчи Лариса Степанова тата Шупашкарти Михаил Иванов тивĕçрĕç. Тĕп парнене - Гран-прие вара Патăрьел каччи Сергей Лекарев çĕнсе илчĕ. Фестивале çĕнтерỹçĕ юррипе тата салютпа вĕçлерĕç.



03 июня 2014
13:18
Поделиться
;