Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăван кĕтес илемпе савăнтарать

Ялта пурăнакан кашни çын хăйĕн тавралăхĕ таса та илемлĕ пултăр тесе тăрăшать. Тирпейлĕ урам тăрăх иртсе çÿреме пуриншĕн те кăмăллă вĕт-ха. Тирпей-илемшĕн вара сахал мар тăрăшмалла.

Кураккасси çыннисем ял урамĕсене тирпейлĕ тытасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кунта темиçе çул умлă-хыçлах чечек клумбисем лартаççĕ, шурă «акăшсем» вĕçеççĕ. Людмилăпа Юрий Андреевсен, Зойăпа Юрий Герасимовсен çемйисем - тавралăха тирпей-илем кÿрессипе пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

Çаплах ĕнтĕ, ял илемĕ кашнинех савăнтарать, кăмăла çĕклет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июня 2014
14:15
Поделиться
;