Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кинемей мăнукĕсемпе савăнать

Акулина Кириллова Алкукасси ялĕнче çуралнă. 1941 çулта вăл Сурăмварри ялĕнчи Максим Кириллова качча тухнă. Максим Кириллович вăрман промышленноçĕн хуçалăхĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Çавна май çамрăк çемьен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿремелле пулса тухнă: Шупашкар районĕнчи Хыркасси сали, Пăрачкав районĕнчи Кожевеннăй ялĕ, унтан - Çĕмĕрле районĕнчи Анат Кăмăшка ялĕ.

1958 çулта Кирилловсем Сурăмваррине куçса килеççĕ те иккĕшĕ те тăван хуçалăхра ĕçлеме тытăнаççĕ. Мăшăрсем икĕ ывăл çуратса çитĕнтереççĕ. Асламăшĕн савăнăçĕ - мăнукĕсемпе вĕсен ачисем. Шел, унăн упăшки 1978 çулта пурнăçран уйрăлнă. Çамрăках мар пулин те, Акулина Ефремовна унчченхи пекех йывăрлăхсенчен хăрамасть, сывă пурнăç йĕркине тытса пырать, килти вак-шĕвек ĕçсене те пурнăçлать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июня 2014
08:30
Поделиться
;