Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни кун илĕртÿллĕ те хаваслă иртнĕ

Виçĕ эрне - çĕртме уйăхĕн 2-22-мĕшĕсенче канса çирĕплетрĕç хăйсен сывлăхне пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 9 шкулти сывлăх лагерĕсене çÿренĕ 455 ача. Кашни кун илĕртÿллĕ те хаваслă иртрĕ. Лагерьсенче тĕрлĕрен кружоксем ĕçлерĕç. Вĕсене вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче нумай опыт пухнă преподавательсем ертсе пычĕç. Пурте кашни мероприятиех тулли кăмăлпа ăнтăлса хутшăнчĕ.

Акă, лагерьпе сывпуллашмалли линейка кунĕ те çитрĕ. Унта смена тапхăрĕнчи пултарулăх ĕçĕсен тата спорт вăййисен кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç. Ачасене хисеп хучĕсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Мĕнех калăн, лагерь вăл – хăйне евĕр пурнăç, ача-пăчасен тепĕр тĕнчи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июня 2014
12:16
Поделиться
;