Ача сасси кашни килте янăратăр
Çемьере йăлтах йĕркеллĕ те лăпкă пулсан пĕчĕк шăпăрлан та ырă-сывă çитĕнет. Шел пулин те хăшпĕр ачасем кил ăшшисĕр тăрса юлаççĕ. Пур-ха çав, пур çут тĕнчене килнĕ кайăксене утьăкка сиктерсе çитĕнтерес вырăнне вĕсене пăрахса хăваракан ашшĕсемпе амăшĕсем те. Акă кăçал пĕр хĕрарăм хăйĕн 2 ачи пирки нимĕн те шухăшламан, тăлăха тăратса хăварнă. Юрать-ха иккĕшне те тепĕр çемье хăйсен ачисем пекех юратса йышăннă.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă 100 ача шутланать. Вĕсенчен 68-шне 38 çемье хăйсем патне йышăннă, 30-шĕ - опекунсем патĕнче.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета