Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăй-халне чакарман

Сатлайка ялĕнчи Матрена Яковлевна Яковлева хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тунă. Çуралнă кун ячĕпе ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина тата ыттисем ăшшăн саламланă.

Матрена Яковлева Сатлайка ялĕнче 1919 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Вăл шкулта тăватă çул вĕреннĕ. Хитре хĕре ку ял каччиех Авраам Михайлов асăрханă. Анчах та вĕсен савăнсах пурăнма тÿр килмен, уйрăлма тивнĕ. Амăшĕ Николайпа Рая ачисене пăхса ÿстерме вăй-хал çитерет. Матрена Яковлевна пенсие тухичченех Калинин ячĕллĕ хуçалăхра ĕçлет.

Ĕçе юратакан, чăтăмлă та тÿсĕмлĕ хĕрарăм халĕ Рая хĕрĕпе Вырăс Сурăм салинче пурăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июля 2014
13:51
Поделиться
;