Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинкке» - фестиваль лауреачĕ

«Выля, хуткупăс!» центр тата Анастасия Заволокина ятарласа чĕннипе районти культурăпа кану центрĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕ Геннадий Заволокин ячĕллĕ «Выля, хуткăпăс!» III тĕнче фестивальне хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнчи 70 ытла регионти солистсемпе ансамбльсем тата Германирен, Америкăран, Израильтен, Украинăран, Белоруссирен, Казахстанран хăнасем пынă. Элĕкри «Валинкке» ансамбль маххă паман, фестивальте лауреат ятне илнĕ. Ансамбль солисчĕсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова дипломсене тивĕçнĕ. Кунсăр пуçне призерсене асăнмалăх сувенирсемпе тата парнесемпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 июля 2014
13:27
Поделиться
;