Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хирсенче хăватлă комбайнсем

Гостехнадзор инспекцийĕн районти уйрăмĕнче тĕш тырă пухса кĕртекен 40 комбайна шута илнĕ. Вĕсенчен 21-шĕ - ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен, тепĕр 19-шне харпăр хуçалăхсем тытса тăраççĕ.

Вырма ĕçĕсене кăçал ку чухнехи хăватлă техника хутшăнать: КЗС-812-16 «Полесье-812», КЗС-1218-29 «Полесье-1218», КЗС-7-24 «Полесье», тата ДОН-1500 комбайнсем. Кунпа пĕрлех вырма тапхăрĕнче пирĕн тăрăха ытти районсенчен те «хир карапĕсем» килĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 июля 2014
17:41
Поделиться
;