Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Район уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсенче тĕш тырă культурисене пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. «Правда», «Рабия» Агрофирма», «Алмаз» хуçалăхсенче, В. Узяновăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче комбайнсем юлашки гектарсенчи тырра выраççĕ.

Сентябрĕн 16-мĕшĕ тĕлне илсен хресчен-фермер хуçалăхĕсенче «иккĕмĕш çăкăра» 300 гектар (50 процент) пухса кĕртнĕ.

Ку ĕçе «Чăваш Ен ял хуçалăх продукчĕсем» обществăра 75 гектар (65 процент), С.Волков хуçалăхĕнче 58 гектар (59 процент), В.Узяновăн хуçалăхĕнче 50 гектар (65 процент) çинче пурнăçланă. Кĕр тыррисене 1280 гектар (85 процент) акнă. Çак ĕçе Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра пуринчен те малтан вĕçленĕ.

Кĕрхи çĕртме сухине 1730 гектар тунă. Суха ĕçĕсем «Алмаз», «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче уйрăмах ăнăçлă пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 сентября 2014
10:07
Поделиться
;