Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ ÿснĕ

Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче халăха организацисем, пĕчĕк предпринимательство субъектне кĕменнисем, кÿнĕ тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ 64 миллион та 776 пин тенке çитнĕ. Çакă, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, хаксемпе шутласан - 11,8 процент пысăкрах.

Август уйăхĕпе илсен, тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ - 4 миллион та 484 пин тенкĕ. Кăтарту, иртнĕ çулхи çав тапхăртипе танлаштарсан, хаксемпе шутласан - 1,8 процент ытларах.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 сентября 2014
08:56
Поделиться
;