Кĕрхи субботникра
Кĕрхи субботниксене ирттересси йăлана кĕнĕ. Пирĕнтен кашниннех таса та тирпейлĕ урамсем тăрăх утас килет, çÿп-çап куписем вара пулмалла мар.
2014 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Тени ял тăрăхĕн администрацийĕн тата информаципе культура центрĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕн, клубпа библиотека территорийĕсене тирпей-илем кÿрессипе субботник ирттерчĕç. Экологи акцине кашниех тÿпе хывма пултарать - харпăр хăй килĕ-çурчĕ, картишĕ таврашне йĕркене кĕртмелле кăна. Тавралăха тасарах ту - çÿп-çапран хăтăл.
Эпир хамăр пурăнакан тавралăх илемĕшĕн яваплă. Таса ял - унта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ. Хăйĕн пĕчĕк çĕр-шывне тивĕçлĕ тÿпе хывни кирлех.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета