Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрлĕ ыйту хускатнă

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов черетлĕ планерка ирттерчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕсемпе Элĕкри информаципе консультаци центрĕн директорĕ Александр Петров паллаштарчĕ. Районта 634 гектар çинчен çĕр улми кăларса пĕтернĕ, ăна 11412 тонна хатĕрленĕ. «Новый путь» хуçалăхра кукуруза пухса кĕртнĕ.

Выльăх витисене хĕле хатĕрлессипе ĕçсем пыраççĕ.

Вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев октябрĕн 2-мĕшĕнче Учитель кунне уявлама палăртнине каларĕ, октябрĕн 4-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорт комплексĕнче ГТО нормисене парассипе фестиваль иртнине асăнчĕ. Социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ районта Ваттисен кунне халалласа акци пулнине палăртрĕ. Районти мĕн пур культура учрежденийĕсенче ватăсене валли тĕрлĕ мероприяти иртет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 октября 2014
08:48
Поделиться
;