Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Смотр-конкурс пырать

Ял хуçалăх техникине упрас, машина-трактор паркĕсенче йĕрке тăвас, инженери культурине ÿстерес, техникăна упрама, пăхса тăма пурлăх базине вăйлатас, мĕн пур техникăна ГОСТа пăхăнса упранине контроллес тĕллевпе ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче смотр-конкурс ирттерме палăртрăмăр.

Район администрацийĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн смотр-конкурс октябрĕн 10-27-мĕшĕсенче иртет. Ку енĕпе ĕçлеме тăватă çынран комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.И.Прохоров.

Смотр-конкурс кăтартăвĕсене октябрĕн 29-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетме палăртрăмăр. Техникăна хĕл каçарма вырнаçтарса лартас енĕпе ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. «Новый путь» хуçалăх уйрăмах ырă тĕслĕх кăтартать. Чăваш Сурăмĕнчи тата Шĕвĕшри машина-трактор паркĕсенче яра куна ĕç шавĕ тăрать. Механизаторсем ĕçрен пушаннă техникăна тасатса тирпейлеççĕ, кирлĕ пек вырнаçтарса лартаççĕ.

«Правда», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те техника ĕмĕрĕ вăрăм пултăр тесе тăрăшаççĕ. Мĕн пур техникăна ГОСТа пăхăнса упрама тĕллев лартнă.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 октября 2014
11:48
Поделиться
;