Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кам вăл Салтыков?

Унăн ятне эпир Чăваш Республикинче районсем йĕркеленсен Элĕк район ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕ пулнипе пĕлетпĕр. Яков Игнатьевич Салтыков Етĕрне уесне кĕрекен Тукач ялĕнче 120 çул каялла 1894 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ тăван ялĕнче иртнĕ. 1903 çулта Элĕкри икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕрет. Каярахпа электротехника курсĕнче 4 уйăх пĕлÿ пухать, 1926 çулта Мускава юристсем хатĕрлекен курса çул тытать. 1915-1917 çулсенче патша вăрçине хутшăнать.Шăпи ăна граждан вăрçине те илсе çитерет. Çав çулсенче вăл хăйĕн хастарлăхĕпе палăра пуçланă, обществăлла ĕçĕсене активлă хутшăннă. Граждан вăрçин çулĕсенче батарейăн политкомиссарĕ, дивизи штабĕн çар комиссарĕ, çар трибуналĕн членĕ пулнă. Хусан кĕпернинче çыруçăн пулăшаканĕнче тăрăшнă. 1918 çулта РКП (б) ретне кĕнĕ. Етĕрне уесĕнче советсен халăх хуçалăх (совнарком) председателĕ, уес ĕçтăвкомĕн членĕ пулнă. 1921 çулта Чăваш автономи облаçĕн ревтрибуналĕнче вăй хурать. Çав çулах политика вĕренĕвĕн пĕлÿлĕх председателĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1922 çулхи чÿк уйăхĕнче 29 çулти Я.Салтыкова Чăваш автономи облаçĕн милици пуçлăхĕн ĕçне шанса параççĕ. Çак ĕçре Яков Игнатьевич 1925 çулхи çĕртме уйăхĕччен ĕçлет. Чăваш автономи облаçĕ республика статусне куçсан ăна Чăваш юстици комиссариатĕнче прокурор пулăшуçин ĕçне йĕркелесе пыма шанаççĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-2-мĕш кунĕсенче Элĕкре рабочипе хресченсен съезчĕ пулса иртет. Яков Салтыкова райĕçтăвком председателĕ пулма суйласа лартаççĕ. Çак ĕçре вăл 1928 çулхи раштав уйăхĕччен тимлет. Çав çулсенче Элĕк район территоринче 173 ялта 53 пин çын пурăннă. Районсенче колхозсем йĕркеленме пуçлаççĕ. Калама çук йывăр тапхăр пуçланать. Вăл çак ĕçе пуçласа вĕçне çитерме опыт çитменнине туять. Пуçлăхсенчен хăйне юридици енĕпе ĕçлеме ирĕк ыйтать. 1929 çул пуçламăшĕнче Канаш районĕн райĕçтăвком председателĕн çумне - адмпай пуçлăхне куçараççĕ. Каярахпа Канаш районĕн прокурорĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1931 çулта вăл Çĕрпÿ районĕн прокурорĕ пулать. Сывлăхĕ хавшасах пынă Я.Салтыков йывăр чире пула 1935 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Унăн çывăх тăванĕсенчен Мария (1900-1990), Михаил (1903-1944) пулнă. Мария Игнатьевна Павлушкăнь ялне качча тухать. Упăшки Аслă Аттелĕх вăрçинче вилет. Хĕрарăм виçĕ хĕре пĕчченех ура çине тăратать. Кĕçĕн хĕрĕ Рая - 6 ача амăшĕ. Валера Антонов полицинче, Вера Петрова 2001 çултанпа Хирлеппуç ялĕнче клуб-библиотека ертÿçинче тимлеççĕ. Михаил Игнатьевичăн 4 ача пулнă: Федор (1929-1979) Çĕнĕ Шупашкарта пушар хуралĕнче водительте ĕçленĕ, Яков (1938-1972) тăван ялĕнче электрикра тăрăшнă. Унăн ывăлĕ Сергей Салтыков шалти службăн подполковникĕ, МЧС тытăмĕнче пушара хирĕç кĕрешекен музей-центр пуçлăхĕ. Салтыковсен тепĕр тăванĕ Валентина Игнатьевна та ШĔМ тытăмĕнче ĕçлесе пенсие тухрĕ. Пĕр вăхăт Элĕкре милици уйрăмĕнче паспорт сĕтелĕн пуçлăхĕнче ĕçлерĕ. Мана тепĕр шухăш канăç памасть. Яков Салтыков кĕске ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ яваплă ĕçре тăрăшман-ши; Анчах унăн ячĕпе Элĕк район центрĕнче те, тăван Тукач ялĕнче те урам çук. Манăн шухăшпа, унăн ырă ятне асăну хăми çине çырса район администрацийĕн çурчĕ çине вырнаçтарсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Г. МИХАЙЛОВ, таврапĕлÿçĕ, ШĔМ ветеранĕ, Шупашкар хули.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 октября 2014
15:34
Поделиться
;