Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх пулăшу парать

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çĕр-шывра политика репрессийĕнче инкек тÿснисен кунне паллă турĕç. Çак кун митингсемпе тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Патшалăх вăл вăхăтра инкек тÿснисене пулăшу парать, вĕсен гражданла прависене хÿтĕлет.

Пирĕн районта реабилитациленĕ 23 çын пурăнать. Вĕсем пурте çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Реабилитациленнисене уйăхсерен 2561 тенкĕ тÿлеççĕ, политика репрессийĕнче инкек тÿснисене 2307 тенкĕ параççĕ. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ çак ушкăнри çынсене реабилитаци центрĕсене кайма путевка уйăрать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
01 ноября 2014
15:53
Поделиться
;