Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттур наставник - Элĕкрен

Нумаях пулмасть Чăваш Республикинчи вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствипе психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци Центрĕ Опекăпа попечительство органĕн чи лайăх специалистне палăртас тĕллевпе республика конкурсне ирттернĕ. Икĕ тапхăрпа иртнĕ вăл.

Чи малтанах жюри членĕсем опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсем вырăнсенче социаллă тăлăхсене тупса палăртассипе, ку енĕпе профилактика ĕçĕсене мĕнле йĕркеленине туллин тишкернĕ. Çавăн пекех тăлăх ачасен тата ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисен прависемпе саккунлă интересĕсене мĕнле хÿтĕленине, усрав çемьесемпе мĕнле ĕçленине, интернатсенчен вĕренсе тухнă тăлăхсене мĕнле пулăшу панине, çула çитмен ачасен, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисен прависене хÿтĕлессипе ытти ведомствăсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленине пĕтĕмĕшле шута илнĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче çĕнтернĕ вунă специалист иккĕмĕш тапхăра хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Элĕк район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ирина Петровна Ильина та.

Ирина Ильина хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă. Республикăри опекăпа попечительство органĕн чи лайăх специалисчĕ конкурсра «Чи лайăх наставник» номинацире çĕнтернĕ. Дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 ноября 2014
15:56
Поделиться
;