Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Йĕркелĕх участковăйран та килет

Чÿк уйăхĕн 17- мĕшĕнче участок уполномоченнăйĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Асăннă службăна йĕркеленĕренпе кăçал 91 çул çитет. Раççей ШĔМин «Вурнарский» муниципалитетсем хушшинчи пайĕн Элĕк районĕнчи полици уйрăмĕнче тăрăшакан участок уполномоченнăйĕсем пурĕ 7-ĕн шутланаççĕ, вĕсем 12 ял тăрăхĕнчи йĕркелĕхшĕн яваплă. Иртнĕ тапхăрта 114 преступленирен 40-шне участок уполномоченнăйсем уçса панă.

Участковăй ĕçĕ кăткăс та йывăр. Унăн пурнăçĕн ытларах пайĕ ĕçре иртет. Юнашар пурăнакан кÿршĕ хирĕçет-и, урамра вăрçăнаççĕ-и - «лаптăк хуçи» ялан сыхăра. Уявсемпе канмалли кунсенче те вăл ĕçре. Граждансем хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе чи малтанах участок уполномоченнăйĕ патне пыраççĕ-çке. Унăн вара полици ĕçченĕн тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех лайăх психолог та пулмалла. Участковăй кашни çынна уйрăм канаш парать, пулăшма тăрăшать. Çавăнпа та çак ĕçре тÿрĕ кăмăллă, çынна ăнланма пултаракан, яваплăха туйса тăрăшакан çын çеç вăй хума пултарать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра участковăйсем 967 административлă протокол çырнă. Вĕсенчен 103-шĕ - пĕчĕк хулиганла ĕçсемшĕн, 623-шĕ - обществăлла вырăнта эрех ĕçнĕшĕн, çемьере хирĕçнĕшĕн 76 çын тĕлĕшĕпе административлă ĕç пуçарнă. Полици ĕçченĕсем килте эрех хатĕрлесе сутакансене тупса палăртас тĕллевпе «Суррогат» профилактика операцийĕ ирттереççĕ. Кăçал саккунсăр майпа эрех сутнă 9 тĕслĕх регистрациленĕ.

115 ялти йĕркелĕхе сыхлама çăмăлах мар. Алина Волкова, Юрий Архипов, Александр Морозов, Евгений Андреев, Алексей Павлов, Анатолий Иванов участок уполномоченнăйсем 16942 çынна куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсем кашни кил хуçалăха тĕрĕслеççĕ. Преступленисенчен нумайăшне вĕсем уçса параççĕ те. «Лаптăк хуçисем» хăйсене шанса панă ял тăрăхĕсенче тăтăшах профилактика канашĕсем ирттереççĕ, халăх умне тĕрлĕ ыйтупа тухса калаçаççĕ. Учетра тăракан тата ют çĕр-шыв гражданĕсемпе те участковăйсем тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Эпĕ районти полици уйрăмĕнче тăрăшакан участок уполномоченнăйĕсене професси уявĕпе саламлатăп. Умри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма çирĕп сывлăх, чăтăмлăх сунатăп.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 ноября 2014
08:47
Поделиться
;