Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Баян туянма - сертификат

Чăваш Енĕн культура пурнăçĕнче «Пултаруллă ачасем» республика фестивальне ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл тăваттăмĕш хут пулчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ăста ачасене тупса палăртасси тата вĕсене аталанма майсем туса парасси.

Асăннă фестивале кăçалхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче  Чăваш патшалăх культурăпа  ÿнер институтĕнче уçрĕç. Фойере «Пултаруллă ачасем» фестивалĕн унчченхи çулĕсенчи художествăлла ĕçĕсенчен хатĕрленĕ курав пурин кăмăлне те кайрĕ. Мероприятие Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов уçрĕ. Çитĕнекен ăрăва пултарулăхне аталантарассипе пĕлÿ илме майсем туса парасси çине республика шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри ача-пăча ÿнер тата ача-пăча музыка шкулĕсене музыка инструменчĕсем туянмалли сертификатсем пачĕ. Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕ асăннă сертификатпа «Этюд-205М2» баян туянĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 ноября 2014
17:02
Поделиться
;